Ӗнер, чӳкӗн 9-мӗшӗнче, Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑм ача пахчине уҫнӑранпа 30 ҫул ҫитнине паллӑ турӗҫ. Ачасене пӑхса ӳстерекен тата ӑс паракан ушкӑна салам сӑмахӗсемпе район администраци пуҫлӑхӗ Сергей Бандурин, Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗн пуҫӗ Константин Михайлов, «Ильич халалӗ» ЯХПК ертӳҫи Владимир Иванов, тата ыттисем тухса калаҫрӗҫ, грамотӑсемпе чысларӗҫ.
Ачасемпе ача пахчи ӗҫченӗсем вара пуҫтарӑннӑ хӑнасене тав туса ташӑ-юрӑсемпе савӑнтарчӗҫ.
Эпир те Кӑкшӑм ача пахчи 30 ҫул тултарнӑ ятпа пӗтӗм чӗререн саламлатпӑр!
Сӑнсем (48)
Пӗлме: ача пахчин никӗсне 1977 ҫулта хывнӑ. 1981 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче вара вӑл пӗрремӗш ачасене йышӑннӑ. Пӗрремӗш заведущийӗ Каратаева Пелагея Григорьевна пулнӑ — вӑл ӗҫтешсен пӗрремӗш ушкӑнне пухнӑ, вӗрентӳ ӗҫне йӗркеленӗ.
Паянхи куна илес пулсан ача пахчи пурӗ 350 ача пӑхса ӳстернӗ. Паян унта 35 ача ҫӳрет, вӗсем 2 ушкӑна пухӑннӑ. Ӑс парас ӗҫе 10 ӗҫтеш хутшӑнать. Ача пахчине Людмила Ястребова ертсе пырать.

Нумай пулмасть Шупашкар районӗнчи «Пепке» ШҪҪАМВУ (выр. МДОУ) 35 ҫул тултанине анлӑ палӑртрӗ. «Пепке» Шупашкартан хӗвелтухӑҫнерех ларакан Ҫӗньялта вырнаҫнӑ. Кунта ҫывӑх ялсенчи ачасем ҫӳреҫҫӗ, вӑл шутра Арманкассинчи, Шанарпуҫри, Илпешри, Кӗҫӗн Шахчӑрти, Ирчекассинчи тата ыттисенчи.
Тулли ҫул тултарнине ачасем савӑнӑҫлӑн кӗтсе илчӗҫ — юрӑ юрларӗҫ, ташларӗҫ, сӑвӑ вуларӗҫ.
Хӑнасем те сахал марччӗ — ашшӗ амӑшӗсем, ку ача пахчине маларах ҫӳренӗ ачасем. 2003 ҫулта кунта ҫитӗнсе ӑс пухнӑ ачасем ахаль килмен — юрласа-ташласа пачӗҫ.
